Республикӑри пур хулапа ял халӑхӗ те Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине кӗтсе илме хатӗрленет. Ялсемпе хуласенче вӑрҫӑран таврӑнайманнисене чысласа лартнӑ палӑксене, асӑну хӑмисене сӑрласа ҫӗнетессипе тимлеҫҫӗ, палӑксем йӗри-тавра чечексем лартса илемлетеҫҫӗ. Республикӑри ялсемпе хуласенче вӑрҫӑ паттӑрӗсене чысласа сирень аллейисем лартрӗҫ. Хаҫат-журналта кулленех вӑрҫӑра паттӑрлӑх кӑтартнӑ салтаксем ҫинчен интереслӗ материалсем пичетленеҫҫӗ. Юрӑҫсем тӳлевсӗр концертсемпе ялсем тӑрӑх ҫӳреме тытӑнчӗҫ.Кашниех ҫак сумлӑ уява тивӗҫлипе кӗтсе илме хатӗрленет.
Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗнчи Кӑкшӑмра тата Ҫуткасси ялӗсенче ҫӗкленӗ палӑксене те ҫак кунсенче юсаса ҫӗнӗ сӑн кӗртрӗҫ. Унсӑр пуҫне Ҫӗнтерӳ кунӗнче «Заветы Ильича» (чӑв. Ильич халалӗ) колхозра ӗмӗрӗпе тӑрӑшнӑ, тивӗҫлӗ канӑва тухиччен 16 ҫул хушши колхоз ертӳҫи пулса кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр ӗҫленӗ Хисеплӗ председателе, Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономне, ӗҫ ветеранне, чылай медаль тата темиҫе орден кавалерне Александров Вячеслав Александровича (1929-2005) чысласа Асӑну хӑми уҫма палӑртнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Етӗрне районӗнче туристсем валли ҫӗнӗ маршрут уҫаҫҫӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.
«Сӑр хӳтӗленӳ чикки» ят панӑскере тӗрлӗ объекта кӗртнӗ. Ку маршрутпа ҫула тухакансене етӗрнесем хӳтӗленме Сӑр тӑрӑхӗнче хатӗрленӗ ҫулпа паллаштарӗҫ, лаша савучӗ тытнӑ Зубов хушаматлӑ ҫыннӑн ҫуртне кӑтартӗҫ. Совте Союзӗн Паттӑрне Ф.Н. Орлова асӑнса лартнӑ самолет патне те илсе кайӗҫ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче асӑнса хӑпартнӑ палӑк патне те. Чулхула облаҫӗнчи Кӑрмӑш ялӗ тата Сӑр шывӗ курӑнакан хитре вырӑна тата ытти нумай ҫӗре ҫитме май килӗ.
Ача-пӑча пултарулӑхӗн ҫуртне ҫӳрекен авиамоделистсем сывлӑшри ҫапӑҫӑва кӑтартӗҫ.
Туристсем валли ҫӗнӗ маршрут уҫнӑ ятпа ирттерекен савӑнӑҫлӑ мероприятие шкул ачисем, журналистсем, тӗрлӗ тӳре-шара хутшӑнӗ.
Етӗрне районӗнчи Пушкӑрт ялӗнчи тӑхӑр класлӑ (унччен вӑл вӑтамах пулнӑ-ха) шкул 150 ҫул тултарнӑ. Юбилее шкул иртнӗ шӑматкун, акан 18-мӗшӗнче, пуҫтарӑннӑ.
1865 ҫулта вӗренӳ учрежденине чиркӳ тунӑ хыҫҫӑн юлнӑ материалсенчен хӑпартса лартнӑ. Вӑл йывӑҫ пӳрт пулнӑ.
Шкула юбилейпе саламлама тӗрлӗ шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Ҫавсен шутӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑвашпотребсоюз ертӳҫи В.М. Павлов, Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.Н. Кузьмин тата ыттисене асӑнмалла. Район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ А.А. Филимонов вара шкула районти тата республикӑри конкурссене хастар хутшӑннишӗн ырланӑ. Вӗренӳ ӗҫченӗсен профсоюз рескомӗн ертӳҫи З.Н. Степанова шкула тепӗр хутчен вӑтам шкул пулса тӑма тата 300 ҫулхи юбилее саламлама суннӑ.
Сӑнсем (27)
Прокуратура тытӑмӗнче кадр улшӑнӑвӗсем пулса иртни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ун пекки ҫак кунсенче РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче те пулса иртнӗ. Управленинче хӑйӗнче мар. Унӑн районсенчи пайӗсенче.
Ҫӗмӗрлери районсем хушшинчи пая (кунта Улатӑрпа Ҫӗмӗрле хулисем, Улатӑр, Вӑрнар, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле районӗсем кӗреҫҫӗ) малашне юстици подполковникӗ Александр Гаврилов ертсе пырӗ. Пуҫлӑх пуканне шанса париччен вӑл Етӗрне районӗнчи пайра пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.
Етӗрне районӗнчи пай (кунта Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш тата Етӗрне районӗсем кӗреҫҫӗ) пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулма Сергей Васильев юстици подполковникне лартнӑ. Унччен вӑл Следстви управленийӗнче уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене тӗпчекен иккӗмӗш пайӑн аслӑ тӗпчевҫи пулнӑ.
Ҫак кунсенче Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗнчи ветерансен канашӗн председателӗ Александр Афанасьевич Афанасьев 76 ҫул тултарнӑ. Ӑна уявпа ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем саламланӑ, ырлӑх, нумай ҫул пурӑнма сывлӑх суннӑ.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Константин Николаевич Михайлов Етӗрне районӗнчи ветерансен канашӗн председателӗн Алевтина Ивановна Абакумовӑн саламне вуласа панӑ, Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ятӗнчен сӑвӑ кӗнекисем парнеленӗ.
Сӑвӑ тенӗрен. Александр Афанасьевич хӑй те сӑвӑсем ҫырать. Ҫак ӗҫе вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухсан пуҫӑннӑ. Сӑввисене юрра та хывать вӑл. Александр Афанасьевич сӑвӑсен тӑватӑ пуххине кӑларнӑ. Халӗ пиллӗкмӗшне кун ҫути кӑтартма хатӗрленет. Вӑл Кӑкшӑмри вулавӑша «Чун юрлать тус-тӑванпа» кӗнеке парнеленӗ. Унта ытти авторпа пӗрле унӑн юррисем те кӗнӗ.
Александр Афанасьевичӑн шӑпи ҫӑмӑл пулман. Вӑл пӗчӗклех ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ. Хӑй тӑрӑшнипе вӗренсе тухнӑ, специальноҫ алла илнӗ. 40 ҫул ытла «Заветы Ильича» колхозра водительте ӗҫленӗ. Арӑмӗпе иккӗшӗ виҫӗ ачана ура ҫине тӑратнӑ.
Етӗрне районӗнчи Василий Чапаев ячӗллӗ ӑратлӑ лаша савучӗ ҫӗнӗрен аталанма тытӑннӑ. Хуҫалӑх панкрута тухас патне ҫитсен унта пуян хӑйӗн укҫине хывма шут тытнӑ.
Виҫӗ ҫул каялла юхӑнма пуҫланӑ территори халӗ ҫӗнелнӗ иккен. Унчченхи кивӗ сарайсене те, юхӑннӑ территорие те ҫӗнӗ хуҫа йӗркене кӗртнӗ. Лаша витине юсанипе пӗрлех лаша спорчӗ валли кирлӗ хатӗр-хӗтӗре туяннӑ. Мария Петухова тренер чӗлхесӗр ҫак янаварпа кашни кун пӗрле. Кашни лашапа чӗлхе тупмалла туса шухӑшлать иккен хӗрарӑм. Ун валли вӑй та, ачашлӑх та кирлӗ-мӗн.
Паян савутра вырӑс тата америка рысакӗсене ӗрчетеҫҫӗ. Халӗ пурӗ 86 лаша. Апатне те вырӑнтах туса илеҫҫӗ. 3 пине яхӑн гектар ҫинче тӗрлӗ культура ӳстереҫҫӗ. Предприятире 16 ҫын ӗҫлет.
Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн пӗрремӗш ҫумӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Клементьев концерт лартнӑ. Ентешӗн концертне Етӗрне район ҫыннисем уйрӑмах йышлӑн пухӑннӑ. «Етӗрне районӗнчен пухӑннӑ кашни ҫын Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи чарӑннӑранпа 70 ҫул ҫинине чыслӑн кӗтсе илме хатӗрленме хутшӑнчӗ теме пулать», — тесе хыпарлать ЧНКн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева.
Валерий Клементьев пуҫарнипе Етӗрне районӗнчи Пупӑлькассинче вӑрҫӑра вилнисене асӑнса питӗ сумлӑ асӑну стелли — часавай тӑвасшӑн. Концерта ирттерсе пухнӑ укҫана Валерий Клементьев йӑлтах ҫак ӗҫе ярасшӑн иккен.
Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов ку пархатарлӑ ӗҫе ырланӑ кӑна мар, хӑй енчен питӗ пысӑк пулӑшу кӳнӗ-мӗн. Вӑл стелла тума пилӗк пин кирпӗч парассине ӗнентерекен сертификат панӑ.
Етӗрне район хаҫачӗ 85 ҫул тултарнӑ. Юбилее хаҫатҫӑсем паян, акан 3-мӗшӗнче, палӑртӗҫ. Шӑп та лӑп 85 ҫул каялла хаҫат «Пирӗ юлташ» ятпа кун ҫути курнӑ. Кайран, самана хистенипе те пулӗ, ӑна «Колхозник юлташӗ» теме тытӑннӑ. Хаҫатӑн тиражӗ 1 пин пулнӑ. Пӗрремӗш редактор пулса Я. Ильин тӑрӑшнӑ.
Ҫул иртнӗҫемӗн ячӗ тата ылмашнӑ-ха. «Большевик» та пулса пӑхнӑ, «Коммунист» та, «Ӗҫ ялавӗ» те. Юлашкинчен асӑннипе вӑл 1962 ҫултанпа паянчченех пичетленет.
Ячӗ кирек епле пулсан та пичет кӑларӑмӗн тӗллевӗ — район пурнӑҫне ҫутатасси. Хаҫатӑн хальхи редакторӗ Светлана Трилинская кашни номере кӑсӑклӑ тума тӑрӑшнине ӗнентерет.
Етӑрне район хаҫачӗ хӑй вӑй панӑ ятсемпе те мӑнаҫланать. Чӑн та, каярах республикӑра ят-сум илнӗ журналистсем малтанласа унта вӑй хунине палӑртмалла. Вӗсен хушшинче «Советская Чувашия» хаҫата тӗп редактор пулса чылай ҫул ертсе пынӑ А. Соловьев, В. Романов фотожурналист, В. Железнов журналист ячӗсемех мӗне тӑраҫҫӗ.
Сӑнсем (24)
Паянтан, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, Етӗрне районӗнчи Ҫуткассинче карантин пуҫланнӑ. Икӗ уйӑхлӑха тӑсӑлӗ вӑл.
Ялта урнӑ тилле тупнӑ. Ку пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулнӑ. Пӗр хуҫалӑхра хӗрарӑм картишре икӗ чӑх виллине, таракан тилле асӑрханӑ. Вӑл кун пирки Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне пӗлтернӗ. Етӗрне районӗнчи чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен станци пуҫлӑхӗ ялта чупакан тилӗ пирки илтсен сунарҫӑна чӗнсе илнӗ. Лешӗ тилле персе вӗлернӗ.
Пушӑн 27-мӗшӗнче тилӗ виллине республикӑри ветлабораторие илсе ҫитернӗ. Тепӗр кун тилӗ урнӑ чирпе чирлени паллӑ пулнӑ.
ЧР Вӗренӳ министерствин официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, волонтер студентсем нумай ачаллӑ ҫемьесене ача-пӑча тумтирне, кӗнекесем, теттесем килсе панӑ.
Ырӑ ӗҫ пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулнӑ. Шупашкарти коопераци институчӗн юридици факультетӗнчи «Ыркӑмӑллӑх» нимеҫӗсен (волонтерсен) отрячӗн студенчӗсем деканпа тата проректорпа пӗрле Етӗрне районӗни Тури Ачак ялне ҫитнӗ.
Унччен маларах ҫамрӑксем Шупашкарти храмра ача-пӑча япалисене кӗнекесем, теттесем пухни пирки пӗлтернӗ. Йӑлтах — ялсенчи нумай ачаллӑ ҫемьесем валли.
Кунашкал ыркӑмӑллӑх акцийӗ йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Студентсем шутланӑ тӑрӑх, ҫынна ӑнланма пӗлни юрист профессийӗнче питӗ кирлӗ. Студентсене Мӑн Шемертен ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Альбина Егорова кӗтсе илнӗ. Волонтерсем унта Аркадий Айдак палӑкӗ умне чечексем хунӑ. Кун хыҫҫӑн вӗсем нумай ачаллӑ ҫемьесемпе тӗл пулнӑ, пухнӑ япаласене панӑ. Студентсем «Ленинская искра» колхоз музейне те ҫитсе курнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |